Хелпикс

Главная

Контакты

Случайная статья





Урӑх юратмăп эп хам пурнăçра.



Урӑх юратмăп эп хам пурнăçра.

 

Яланах çапла,

Эпӗ такама юратса пӑрахсанах, Карап парăсне вĕрсе тултарсанах Вӑл манран ишсе каять

 

Ан кӳрентер мана…


Манăн çулсем ытла инҫе юлчĕç Ҫав çулăмсем çав тери инҫе пулчӗҫ

Ҫулӑмсем мӗн эсир тӑшман пулса тăтăр Мӗншӗн тӑшмансем пек эсир хаярлантăр

 

Мана ут хӑваланӑ пек ялан туйăнатчĕ Каҫ та кун , кун та каç.

Анчах эсир мана хӑвӑрах тытса чартăр,

Манӑн çулсем.

 

Чупаççĕ вĕсем, тараҫҫӗ вӗсем,

Тур лашисем тейĕн, чарăнмасăр чупаҫҫӗ. Тусан ҫеҫ вӗҫет

Ури айӗнчен лăшланмасăр вӗҫет.

 

Вӗсем мана кӗтмен çĕре йыхравлаççĕ,

Чӗре ҫилпе чан пек танкӑртатать. Манăн çулсем, ҫапла кирлӗ пуль. Манăн çулсем, ҫапла кирлӗ пуль.

 

Ҫулсем, савӑнӑҫпа хурлӑх сирĕнте, Чи сӑрӑ кунсенче хавхалану кÿретĕр Ҫулӑмсем, ытла инҫете вӗҫетӗр-çке,

Самантлӑха чарӑнса тӑрӑр, сире тархаслатăп!


Пӗрре пулни иккӗмĕш хут та пулĕ

 

Кун иртсе кайрӗ, ӑна каялла тавӑраймăн,

Анчах уншӑн макӑрма та, кулянма та кирлӗ мар. Кӑна салху философ шухӑшласа кӑларнӑ тейĕн, Эпир тӗнчере пӗр хут ҫеҫ пурӑнатпӑр, тесе.

 

Пӗрре пулни иккӗмĕш хут та пулĕ.

Ҫӑлтӑрсемпе кайӑк-кӗшӗк те, ҫак ҫӗр те ҫӗнӗрен пулса тăрĕ. Пӗрре пулни иккӗмĕш хут та пулĕ,

Каллех пурте пулĕç: юрӑсем те, эсӗ те, эпӗ те пулӑп.

 

Тинӗс те сенкер пулӗ, тасарах пулĕ кун, Чарлансем шурӑ хумсем ҫине ларӗҫ.

Сăмахсăрах пире каллех туйăнать:



  

© helpiks.su При использовании или копировании материалов прямая ссылка на сайт обязательна.