|
|||||
Эсӗ питӗ лайӑх пӗлетӗн, Пире нихăҫан та ӑнланас ҫук, Хамăр чӗрере эпӗ пиреЭсӗ питӗ лайӑх пӗлетӗн, Пире нихăҫан та ӑнланас ҫук, Хамăр чӗрере эпӗ пире Тӗнче пама килӗшменнине тупнине.
Шăппăнрах калаç, анчах татах та калаç, Пуç çухатасла вӑйлӑ юрату çинчен.
Шӑппӑнрах калаҫ, Мӗншӗн тесен пире илтме пултараҫҫӗ. Эсӗ питӗ лайӑх пӗлетӗн, Юрӑсем çыракансенчен эпир Нимӗн те кӗтме пултараймастпӑр, "Эпӗ сана юрататӑп" темесӗрех Вӗсен юратупа ӑс-тăн рифмӑланать. Ах, эсӗ пулман пулсан, Мӗншӗн ман пурӑнмаллине кала мана. Сансӑр çак тӗнчере пӗччен мана пурӑнма, Шанчӑксӑр, хӗрхенмесӗр.
Ах, эсӗ пулман пулсан, Эп юратăва шухӑшласа кӑларнă пулӑттӑм, ӳнерçӗ пӳрне айӗнчен ӳкерсе Çӗнӗ кун кăларнă пек. Анчах вăл пуласшăнах мар.
Ах, эсӗ пулман пулсан, Кала мана, кам валли пурӑнмалла? Ман ытамра тӗлӗрнӗ иртен-ҫӳренсем, Вӗсене нихăҫан та юратман.
Ах, эсӗ пулман пулсан, Эп пӗр пĕчӗк пăнчă ҫеҫ пулӑттӑм. Çак ялан ылмашăнакан тӗнчере, Эп çухалнӑ пулӑттӑм, Эсӗ мана кирлӗ пулăттăн.
Ах, эсӗ пулман пулсан, Мӗнле пурӑнмаллине кала мана. Эпӗ хам пек хама тытма тăрăшăттăм, Анчах вăл эпӗ пулмӑттӑм.
Ах, эсӗ пулман пулсан, Эпӗ ăна шыраса тупнă пулăттăм, Пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхне, сăлтавне, Сана эп шутласа кăларăттăм Сан ҫине вара эп пӑхăттăм. Кӑшт пылакрах, кӑшт тӑварлăрах, Ҫук,эпӗ пăрăçлараххине кӑмӑллатӑп. Кӑшт пысăкрах, кӑшт кӗскерех, Ҫук, эпӗ кăшт лӳчӗркеленнине тӑхӑнса ҫӳреме кӑмӑллатӑп. Кӑшт çутăрах, кӑшт йӳнӗрех, Ҫук, эпӗ тусене тинӗсрен ытларах кӑмӑллатӑп. Кӑшт шурӑрах, кӑшт хурарах, Кам ҫакна ӗненме хӑять, Çав çынна эпӗ кӑмӑллатӑп. Манран мӗнле тӗрӗс йышӑну тумалли пирки пӗрмаях ыйтаççӗ. Пурӑнасси вӑл иккӗленесси, анчах çакна ҫынсем ӑнланаймаҫҫӗ. Кӑшт кӗскерех, кӑшт кичемрех, Мана пӗччен пулма килӗшет, халӑхра пулма та эпӗ юрататӑп. Вӑхӑт кӑшт нумайрах, кӑшт сахалтарах. Мана хама ирӗк пани килӗшет, чарнине чăтаймастăп. Кӑшт хаваслӑрах, кӑшт салхуллӑрах, Тунсӑхлама хистекен юрату историйӗсене юрататӑп. Кӑшт ҫывӑхрах, кӑшт аяккарах. Пӗр-пӗрне курмастпӑр пулсан, эпир хамӑр ҫинчен шухӑшлани мана килӗшет. Манран мӗнле тӗрӗс йышӑну тумалли пирки пӗрмаях ыйтаççӗ. Пурӑнасси вӑл иккӗленесси, анчах ҫакна ҫынсем ӑнланма пултараймаҫҫӗ. Манран мӗнле тӗрӗс йышӑну тумалли пирки пӗрмаях ыйтаççӗ. Пурӑнасси вӑл иккӗленесси, анчах çакна ҫынсем ӑнланаймаҫҫӗ. Кӑшт сылтӑмарахра, кӑшт сулахайра. Эпӗ никама та шанма килӗштерместӗп. Пӗрисемшӗн укҫа ытларах, теприсемшӗн вара сахалтарах. Мана мӗн чухлӗ параҫҫӗ, çавăнпа çырлахатăп. Манран мӗнле тӗрӗс йышӑну тумалли пирки пӗрмаях ыйтаççӗ. Пурӑнасси вӑл иккӗленесси, анчах ҫакна ҫынсем ӑнланма пултараймаҫҫӗ.
Спектакль пӗтнӗ, кулиса хупнӑ,
|
|||||
|