Хелпикс

Главная

Контакты

Случайная статья





Пуш сцена ҫинче ҫутӑ сӳннӗ.



Пуш сцена ҫинче ҫутӑ сӳннӗ...

Ывӑннӑ артист киле кайма та тухнă,

Унӑн тӗлӗнтермӗшӗсем паянлăха пӗтнӗ.

 

Авалхи кунтӑк - ҫӑпата

Реквизит арчине ҫӗр каҫма кӗрсе те выртнă, Виҫҫӗмӗш актра куракан сисмесӗр юхтарнă куҫҫуль

Пит ҫӑмартисем çинче тахçанах типсе те

ларнӑ пуль...

 

Кам та пулин тытса юлӗ-ши асра

Ҫын пурнӑҫне, ҫын вилӗмне эп вылянине?

Мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ ку? –

Чун хавалӗпе чӗтретме сывлăшра!


Юлташа, сывлăх сунса…

 

Аптекӑна тек эс ан чуп.

Хăвăртрах хăвра вӑй туп!

Сухан, ыхра, эрех ҫӗр грамм

Ирсерен сана манран хĕрÿ салам!

 

Ирхи йăла - вăл ҫӑвăнни Микстурӑран та сиплĕ вăл.

Штангӑпа гантель, таса пултăр шăл.

Чир-чĕртен эс тасални!

 

Эс усал чире ан парӑн,

Ӑшӑрах тумлан:

Ҫӗлӗк, алсиш, чӑлхасем.

Тата ырă шухăшсем!

 

Нумай чирлесе ан вырт,

Урӑх шăнса ан пăсăл. Вируса хăвра нумай ан тыт, Хăй санран хăратăр вăл!


 

 


Ҫапах та ку кирлӗ… пӗрре те пулин кирлĕ…

Ту тӑррине ҫитсен, горизонта хӑваласа тытсан,

Такӑнса ӳксен, тăма пĕлмелле,

Ӳкнĕ чухнехи чӗнӗве туйса илмелле.

Вӑй пӗтсен,тусем хушшине татӑлса ансан та, Юнлӑ пӳрнесемпе чул тӗпретме ан ÿркен… Сасартӑк, вилме пуçласан та, чӗрӗ эс юл… Вĕçне çитсен те-чӗрĕ юлмалла!…

Лăпланса эс лар… Шăплăха итле …Пирус

туртса яр…

Кулса ил... Ăшран вара кăшкăрса яр:

— Епле лайӑх çут тĕнчере пурӑнма!!!


Хамӑра чӑрмав тăвакансене пурне те тав, Пӗлсе тӑрсах пире сиен кӳрекене те тав, Пирӗн шухăшсене кам аркатать,



  

© helpiks.su При использовании или копировании материалов прямая ссылка на сайт обязательна.