|
|||
Пурне те кӳрентерме вăл хӑтланать!Пурне те кӳрентерме вăл хӑтланать!
О, ҫав ҫынсем ăнланма кăна пулсанччӗ Пирĕн пурнăçпа мӗнле вылянине! Вӗсем пирӗн ӑраскалпа выляҫҫӗ, Сисмеççĕ чун мĕнле ыратнине!
Ҫухату пӗлмен чун, Кӳрентернине пӗлмен чун! Пурнӑҫра телей мӗнпе вăл виҫӗ? Савӑнӑҫа мӗнпе туйма пултарĕ?
Мӗнле майпа малалла утам-ши Ҫак ыр-усал ҫынсемсӗр юнашар? Вӗсем тунӑ чӑрмавсенчен-ши Вăйлăрах та телейлĕрех пулар!
Ырӑпа ҫутӑ тултарнӑ чунран эп Вӗсене ҫӗр хут калатӑп лăпкăн: ТАВТАПУҪ СИРЕ ҫакӑншӑн, СИРӖНСӖР мӗн тунӑ пулӑттӑм-ха эп!? Таса суялӑх, эс таса пулин те, Сан ырлӑху мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Эп сана ӗненместӗп! Мӗншӗн ман пата пӳрте кӗрсе ларатăн? Мӗншӗн сӗтел хушшинче хăвна хӑна пек тытатăн? Эп сана ӗненместӗп! Мӗншӗн мана инкекрен сыхлатӑн? Эп вара хирӗҫ пуҫа сулатӑп? Эс ыратăва ик хут вăйлататăн, Чӑнлӑх вара мана тахҫанах паллӑ!
"Ан хӑра!", Ҫак сӑмахсене илтсен, эп тата вӑйлӑрах пулса тӑтӑм! Ҫавӑнпа та суйса пулӑшма кирлĕ мар, Суйма кирлӗ мар, суйма кирлӗ мар!
Таса суялӑх, эс таса пулин те, Сан ырлӑху мана кураймасть. Эп сана ӗненместӗп! Чуна кӗрсе ларма хăтланнăшăн, Эс пуриншӗн те кӑмӑллӑ пулнӑшӑн. Эп сана ӗненместӗп! Анчах эп тӳсетӗп - хӑнасене хӑваласа ямаҫҫӗ, Эп ирӗксӗрех йынӑшатӑп, Мӗн пулчӗ мана-туссем те пӗлмеҫҫӗ! Телейсӗр чăнлăх манӑн хамăнпа!
"Ан хӑра!", Ҫак сӑмахсене илтсен, эп тата вӑйлӑрах пулса тӑтӑм! Ҫавӑнпа та суяпа пулӑшма кирлĕ мар, Суйма кирлӗ мар, суйма кирлӗ мар!
Таса суялӑх, эс таса пулин те, Сан усаллӑху ырлӑх ҫуратать. Эпӗ сана ӗненместӗп! Апла пулсан, сан ырлӑху хӑрушӑ! Паллах ӗнтӗ, суятӑп эп, паллах, ҫылӑхлӑ. Халичченех сана тӳснипе,
|
|||
|