Хелпикс

Главная

Контакты

Случайная статья





Владислав Кириллов. Сăвăсемпе куçарусем. Хӗл пӑсайман хӑтлӑха, Ҫуркуннехи ҫӑтмаха, Кӗркуннехи тунсӑха.. Эсӗ паян килместӗн.. Ман чĕре хура тум тăхăнать.. Ку



  Владислав Кириллов

     
 

Сăвăсемпе куçарусем

2020


 

 

 


Вӑрӑм е кӗске ӗмӗр Кӗтет пире, пӗлместпӗр... Пурӑннӑ чухне, эппин, Туйса курмалла кашнин Ҫуллахи чӑн шӑрӑха,

Хӗл пӑсайман хӑтлӑха, Ҫуркуннехи ҫӑтмаха, Кӗркуннехи тунсӑха.


 

Юр çăвать,

Эсӗ паян килместӗн.

Юр вĕçтерет,

Ман чĕре хура тум тăхăнать.

Ку пурҫӑн евĕр юр, Шап-шурӑ куҫҫуль. Турат ҫинчи кайӑк

Тĕлĕнмелле хитре макӑрать...

 

Эсӗ паян килместӗн, Тарӑху кӑшкӑрать манра. Юр вĕçтерет,

Чарăнми карусель...

 

Юр çăвать,

Эсӗ паян килместӗн. Юр ӳкет,

Ман шанчăк шурăпа витĕнет. Хурлӑхлӑ пуласлăх,

Сивӗ тата пушă.

Ку йӗрӗнмелле шăплăх, Шурӑ пӗчченлӗх...

 

Эсӗ паян килместӗн. Тарӑху кӑшкӑрать манра. Юр вĕçтерет,

Чарăнми карусель...


Кӗр кунӗсем иртме ӗлкӗреймен-ха,

Анчах та хапха умӗнче шурă юр хурал тӑрать,

Вӑл сан шанчӑкна ура йӗрне хӳнӗ евӗр пӳлсе хурасшăн -

ха,

Пӗлӗте сан пуç çийӗн васкатса хупăрлать.

 

Юр ҫӑвать, юр ҫӑвать, сан ҫивӗтне шуратса. Юр, алӑкран ан шакка, хапха умӗнче ан ҫаврӑн. Юр ҫӑвать, юр ҫӑвать, анчах эпӗ ыйтсассăн, Санăн ҫу кунӗсене васкатма ан васка.

 

Ан васка, юр ҫӑвать...эсӗ халь хатӗр мар-ха. Санăн чунна пӑтратма ӗлкӗреймерӗ-ха юр, Акӑш сӑмахӗн калама ҫук ыратăвне

Юра мар, сана манăн халаллас халь килет.

 

Юр ҫӑвать, юр ҫӑвать, сан ҫивӗтне шуратса. Юр, алӑкран ан шакка, хапха умӗнче ан ҫаврӑн. Юр ҫӑвать, юр ҫӑвать, анчах эпӗ ыйтсассăн, Санăн ҫу кунӗсене васкатма ан васка.

 

 

Эсӗ пурпӗрех хӗл килесрен хăталаймăн, Сенкер ҫил-тӑман сан ҫурта тустарӗ,

Юр темле тăрмашсан та, сан ачашлăхна вăл хуплаймӗ, Юр, сивӗтекен ҫунатупа эс юратӑва ан сӗртӗн.

 

Юр ҫӑвать, юр ҫӑвать, сан ҫивӗтне шуратса. Юр, алӑкран ан шакка, хапха умӗнче ан ҫаврӑн. Юр ҫӑвать, юр ҫӑвать, анчах эпӗ ыйтсассăн, Санăн ҫу кунӗсене васкатма ан васка...


 



  

© helpiks.su При использовании или копировании материалов прямая ссылка на сайт обязательна.